Четверг, 02.05.2024, 08:09
Приветствую Вас Гость | RSS

Самар чăвашēсем

Дневник

Главная » 2008 » Июнь » 3 » Кулăшсем
Кулăшсем
19:26
Кулăшсем

Арăмĕ упăшкине:
    — Ваççа пăх халĕ, мĕнле салхуллă пирĕн чăх! Апата ямалла пулĕ?
    — Эсĕ ку ун кăмăлне çĕклет тесе шутлатăн-и вара?
***
    Икĕ хĕрарăм тĕл пулнă та калаçса тăраççĕ. Пĕри:
    — Пĕлетĕн-и, ĕнер хăнара пĕрремĕш упăшкана куртăм...
    — Вара?!
    — Унпа калаçма интереслĕ пулнине эпĕ халиччен те пĕлмен.
***
    — Хваттер илме черетре тăратăп теттĕн. Шăвать-и черечĕ?
    — Шутараççĕ курăнать-ха: виççĕмĕшĕнчен вун виççĕмĕшне çитрĕм.
***
    Ваçук ашшĕне:
    — Ку çын учитель курăнать.
    — Мĕншĕн апла шухăшлатăн?
    — Ларас умĕн пукана тимлĕн сăнаса пăхрĕ.
***
    Хĕрĕ качча тухать. Амăшĕ ăна:
    - Хĕрĕм, упăшку патне вырăн çине выртнă чухне хăвăн çинчен пур тумна та ан хыв, хĕрарăмра мĕнле те пулин вăрттăнлăх пулмаллах.
    - Туй хыçăн пăртак вăхăт иртсен çĕнĕ кĕрӳ пăянамăшĕнчен ыйтать:
    - Анне, сирĕн хĕрĕр ăсран тайăлман-тăр вĕт?
    - Мĕншĕн апла шутлатăн?
    - Мĕншĕн вăл ялан пуçне калпак тăхăнса çыврать?
***
    Пĕр чăваш хĕрарăмĕ лавккана пуç тури туянма кайнă тет. Сутăçа калать, тет:
    — Мана поç тори пар-ха.
    Лешĕ чăвашла ăнланмаскер:
    — Который? — тесе ыйтнă.
    — Кот тори мар, мана пос тори кирлĕ! — хуравланă вара хĕрарăмĕ./Г. Дегтярёв каласа панинчен/
***

    Пĕр яла çынсем килнĕ те пĕрисенчен ыйтнă, тет:
    — Сире вутă кирлĕ-и?
    — Çук, — тенĕ лешĕсем, хăйсен вутти туллиех пулнăран.
    Ирхине варанаççĕ тет те хайхисем, пахаççĕ — вуттине пĕтĕмпех тиесе кайнă.
***
Просмотров: 685 | Добавил: samar | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Меню сайта
Форма входа
Календарь
«  Июнь 2008  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 51
Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный хостинг uCoz