Арăмĕ упăшкине: — Ваççа пăх халĕ, мĕнле салхуллă пирĕн чăх! Апата ямалла пулĕ? — Эсĕ ку ун кăмăлне çĕклет тесе шутлатăн-и вара?
***
Икĕ хĕрарăм тĕл пулнă та калаçса тăраççĕ. Пĕри: — Пĕлетĕн-и, ĕнер хăнара пĕрремĕш упăшкана куртăм... — Вара?! — Унпа калаçма интереслĕ пулнине эпĕ халиччен те пĕлмен.
Ваçук ашшĕне: — Ку çын учитель курăнать. — Мĕншĕн апла шухăшлатăн? — Ларас умĕн пукана тимлĕн сăнаса пăхрĕ.
***
Хĕрĕ качча тухать. Амăшĕ ăна: -
Хĕрĕм, упăшку патне вырăн çине выртнă чухне хăвăн çинчен пур тумна та
ан хыв, хĕрарăмра мĕнле те пулин вăрттăнлăх пулмаллах. - Туй хыçăн пăртак вăхăт иртсен çĕнĕ кĕрӳ пăянамăшĕнчен ыйтать: - Анне, сирĕн хĕрĕр ăсран тайăлман-тăр вĕт? - Мĕншĕн апла шутлатăн? - Мĕншĕн вăл ялан пуçне калпак тăхăнса çыврать?
***
Пĕр чăваш хĕрарăмĕ лавккана пуç тури туянма кайнă тет. Сутăçа калать, тет: — Мана поç тори пар-ха. Лешĕ чăвашла ăнланмаскер: — Который? — тесе ыйтнă. — Кот тори мар, мана пос тори кирлĕ! — хуравланă вара хĕрарăмĕ./Г. Дегтярёв каласа панинчен/
***
Пĕр яла çынсем килнĕ те пĕрисенчен ыйтнă, тет: — Сире вутă кирлĕ-и? — Çук, — тенĕ лешĕсем, хăйсен вутти туллиех пулнăран. Ирхине варанаççĕ тет те хайхисем, пахаççĕ — вуттине пĕтĕмпех тиесе кайнă.