Шăрантарать чăваш юррине «Çăлкуç». Çапла ят панă хăйсен ансамбльне Нурлат тăрăхĕнче пурăнакан хастар чăвашсем.
Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул… Вунă çул хăйĕн
ăсталăхне туптанă ансамбль ăçта кăна çитмен-ши? Хусан, Çырчалли, Анат
Кама, Чистай хулисем, Чăваш Ен, Самар облаçĕ яланах тăвăллăн алă çупса
хавхалантарнă пултаруллă ансамбле. Чăвашăн чун-чĕрине хускатма, ырă
туйăмсем вăратма, юрă тыткăнĕнче пулнă телейлĕ саманта яланах асра
тытма пулăшакан ансамблĕн вăрттăнлăхĕсем пурах-тăр? Пур çав.
Пĕрремĕшĕ вăл – чăваш сăмахне ачаран юратакан, халăх
кĕввисен çепĕçлĕхне ăшра усракан, ансамблĕн пархатарлă ĕçне чунтан
парăннă юрлакансем. Зоя Маркова, Владимирпа Любовь Корчуковсем, Галина
Степанова, Людмила Перепелкина, Нина Булатова, Сергей Еферов ансамбль
çуралнă куна (1991 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ) асран ямаççĕ. Вĕсем
ансамбль валли çакăн пек янравлă та илемлĕ ят тупнă. Нумай çул
ансамбльте Татьяна Андреевăн, Валентина Бабушкинăн, Надежда Митянинăн,
Александр Савиновăн сассисем янăраççĕ. Нинăпа Юрий Сиплатовсем те
ансамбльте хăйсен вырăнне йышăнчĕç.
Иккĕмĕш вăрттăнлăх– «Çăлкуç» ансамблĕн ăсталăхĕ
юрăçăсем профессионаллă шайне кунран кун ӳстерсе пырас тесе хăйсен
вăхăтне шеллемеççĕ, концертсемпе районти ĕç çыннисен умне тухаççĕ.
Виççĕмĕшĕ вара – талантлă ушкăна юрă искусствинче
пысăк çитĕнӳсем тума пулăшакан, халăх пултарулăхĕн ырă енлĕхне упрама
пĕлекен, чăваш çыннин сăпайлăхĕпе тарăн туйăмĕсене юрăра уçса пама
тăрăшакан, тӳсĕмлĕ те чăтăмлă илемлĕх ертӳçи, Тутарстан Республикин
культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Ефремова. Нумай çул ансамбльпе
пултаруллă концертмейстер, Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ
ĕçченĕ Николай Глухов ĕçлет.
«Чăваш шăпчăкĕ» республика конкурсĕнче тăватă хутчен
лауреат ятне илнĕ «Çăлкуçа» Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх
пултарулăхĕн «Атăлçи çăлкуçĕсем» фестивальте те икĕ хутчен чысланă.
2001 çулта чăваш юрри-кĕввине халăхра анлăн сарма тăрăшнăшăн ансамбль И.Я. Яковлев ячĕллĕ пĕтĕм чăвашсен наци премине тивĕçнĕ.
|