■Шăмăршă районĕ, конкурссем, ăмăртусем, Нарспи К.В. Ивановăн«Нарспи» поэми пичетленсе тухнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисем кăçал пĕтмен-ха. Акă шкул ачисен те ку ăмăртăва хутшăнма вăхăт çитрĕ. Сăмахран, Шăмăршă районĕнчи9-11 класа çӳрекен шкул ачисем пикенсех «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…» конкурс валли сочинени çырма ларнă. Район шайĕнчи чи лайăх 3 ĕç каярах республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнĕç. Пирĕн сайт вĕсене ăнăçу сунат.