Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тольятти хулинчи "Поволжский"
поселокĕнче "Исток" культура керменĕнче чавашсем уяв ирттерчĕç.
Самара облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ 15 çул тултарать. Çак ЧНКА
уникаллăхĕ тата хăйнеевĕрлĕхĕ организацире "Шанчăк",
"Телей", "Шурăмпуç" тата "Çăлкуç" фольклор
коолективĕсем ĕçлени. Севрюкаево ялĕнче тата Поволжский поселокра чăваш
культурин музейĕ пур. Культура
автономийен ĕçне РФ çүыравçисен членĕ Владимир Леонтьевич Левуков та активлă
хутшăнать. Вăл ЧНКА "Шанчăк" правлени председателĕн çумĕ. Автомобиль
тăвакан заводра ĕçлет. "Шанчăк" фольклор ансамблен художество ертÿçи
Светлана Владимировна Ларева. Вăл Ф. Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче
вĕренсе тухнă. Тольятти хулине 1994 çулта килнĕ.ЧНКАра тата нумай активлă çынсем пур. Сире
вĕсем çинчен пĕлтерсех тăрăпăр.